Ыхра
Ыхра — сухан евĕррисен (Alliaceae) кӗҫӗн йышӗн ӳсентăранĕ.
Çулçисем лаптак, пуçĕ кăткăс, 2—50 шăллă, кашни хытă тирлĕ хупăпа витĕннĕ. Тискер тĕсĕпе пур çĕрте те тĕл пулать. Авалхи çын ӳстернĕ ӳсентăран. Кĕрхи, тата çурхи ыхра пулать.
Усă курни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Апата кĕртни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Авалтанах ыхрана апата кĕртеççĕ — çакнашал вăл пирамидă тăвакансен апачĕ шутне кĕнĕ.
Чĕрĕлле тата консервăласа ыхрана кулинаринче (кăлпаса, тăварланă çимĕç тата урăх.).
Медицинăра усă курни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Медицинăра суханпа ыхраран тĕрлĕ япала — ыхра сĕткенне тата спиртпа хутăштарнине (аллилсат) — хатĕрлеççĕ, вĕсем хускалăва, хырăм-пыршă тракчĕн секретерлă ĕç-пуçне вăйлатаççĕ, тата урăх сиплев эмел тăваççĕ.
Пыршăлăх йӳçме е çĕрме тытăнсан (пыршăлăх атонипе колитсем сиксе тухсан), çаплах гипертонипе атеросклероз чухне те сывлăха сиплеççĕ.
Ыхра вируса хирĕç кĕрешет, сăмахран, вал гриппран хăтарать.
Иммун хăватлатакан тата рака хирĕç ыхраран эмел хатĕрлеççĕ.
Йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Урăх компоненчĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Аллицин
- Ситостерол
- Кофе кислоти
- Хлороген кислоти
- Диаллилдисульфид
- Феруловая кислота (3-гидрокси-4-метокси-фенилпропен кислоти)
- Гераниол
- Кемпферол
- Линалоол
- Олеанол кислоти
- Кумарин кислоти
- Флорглюцинол
- Phytic acid
- Кверцетин
- Рутин
- Аллилцистеин
- Сапонинсем
- Стигмастерол
Ыхра пуçĕнче 35—42 % типĕ япалалăх, çав шутра 6,0—7,9 % белок, 7,0—28 мг% витамин С (çулçисенче — 80 мг% çити), 0,5 % сахăр, 20—27 % полисахарид.
Ыхра тутипе шăрши эфир çăвĕнчен (0,23—0,74 %) тухать, унăн шутĕнче аллицин тата сульфид ушкăнĕнчи урăх органика пĕрлешĕвĕсем (фитонцидсем).
Классификаци
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халĕ Allium пур ăрачĕ сухан пуçĕллĕ çемйе (APG II) шутне кĕрет, малтан Кронквист классификаципе çак ăрата лилейным (Liliacea).
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кузнецов А. В., Чеснок культурный, М., 1954;
- Алексеева М. В., Культурные луки, М., 1960;
- Казакова А. А., Лук, Л., 1970.
- Котов В. П., Чеснок, СПб.; М. Терция; ЭКСМО, 2003 (ГУП ИПК Ульян. Дом печати)
- В. А. Гуркин, Г. Н. Докучаева., Чеснок. Науч.-попул. изд. / М. : КМК, 2000
- Ю. В. Абрахина, И. И. Ершов., Чеснок. / М., Россельхозиздат, 1981
- В. Г. Калиниченко, Л. Н. Калиниченко., Лук. Чеснок. / Воронеж: Изд-во Воронеж. ун-та, 1991
- В. И. Лихацкий., Чеснок: Биология и технология выращивания : Практ. пособие / Киев : Изд-во УСХА, 1990
- М. А. Игнатьев., Чеснок. / Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1984
- Павлов Сергей Анатольевич., Чеснок. / [СПб.] : Лениздат, 2005 (ГИПК Лениздат)
- Неумывакин И. П., Чеснок. 2006;
- Болотских А. С., Лук. Чеснок. 2002;
- Ромашов М. А., Лечение чесноком. 2004;
- Полевая М., Чеснок - для здоровья сосудов и сердца. 2005;
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ыхра: информаци GRIN сайтĕнче
- Ыхра —сиплев курăкĕ 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ыхра çинчен пур хыпар.Ыхрана апатра усă курни 2008 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
Техĕмсем тата тута-масалăхсем |
|
---|---|
Классикăлла тĕхемсем | |
Вырăнти тĕхемсем | |
Тĕхемлĕ хутăшсем | |
Тĕхемсен ят-йышĕ |