П. эрч. 304
Курӑнакан калӑплав
Пулнисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Консулсем: Публий Семпроний Соф (пулас понтифик, плебей) тата Публий Сульпиций Саверрион (патриций); плебей эдилĕсем: Гней Домиций Кальвин Максим, Гней Флавий тата Квинт Аниций Пренестин[1][2][3]; цензорсем: Квинт Фабий Максим Руллиан (патриций) тата Публий Деций Мус (плебей); çӳлти понтифик: Публий Корнелий Сципион Барбат[4][5].
- Авалхи Римре ирĕке янисен тивĕç-ирĕкне чаракланă. Аппий Клавдий Цек суд тăвас ĕçре усă курмашкăн формулăсен пухмачне хатĕрлесе кăларнă. Гней Флавий (çыруç), аслă понтифик Луций Корнелий Сципион Барбат консул мар пулсан юрамасть тенипе кĕрешсе, Килĕшӳ храмне сăваплатнă. Флавий çулсене шутланин çĕнĕ йĕркелĕшне çирĕплетнĕ.
- Рим самнитсемпе килĕшӳ тăвать. Самнитсем Кампание хăйсен пĕлтерĕшлех мар тăрăхĕсене Рима парать, вĕсем танлă тивĕç-ирĕклĕ пĕрлешĕве кĕреççĕ. Эквăсене çĕнтернĕ, 31 хулана ярса илнĕ, мĕнпур йăхне тенĕ пекех пĕтернĕ. Публий Сульпицин триумфĕ.
- Агафокл «сицилисен патши» титула йышăнать.
- Афинăсем Родоса Деметрипе килĕшӳ тутараççĕ. Родос ĕнтĕ Антигонпа килĕшӳ тăвать. Деметрий Элладăна таврăнсан, Фермопил патĕнче Кассандра çĕмĕрсе тăкса хăваласа ярать, Гераклейĕне йышăнать. 6000 македон çынни Деметрий патне тараççĕ. Фермопилран кăнтăр еннелле пурнан мĕнпур грека Деметрий ирĕклĕх парать. Деметрий Беотие патне пырса анать. Фивансем унăн майлă пулаççĕ.
- Кассанд çарĕсем тăнă Фила тата Панакта Деметрий ярса илет те Пелопоннесе каять, Чуллă çырана тата Аркадие (Мантинейĕсĕр пуçне) ярса илет, Сикион, Аргос тата Коринф хуласене сыхлакан тĕкĕртсенчен тасатать. Акрокоринфра вăл гарнизон хăварать. Аргосра вăйăсене йĕркелекенĕ пулать, Пирр йăмăкне Деидамийĕне качча илет, ана Эллада çулпуçĕ теççĕ.
- 304/303 — Афин эпоним-архончĕ Ферекл.
- 304/303-284/283 — Боспор патши Спарток III. Афинсемпе килĕшӳ тăвать.
Çуралнă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ашока, Маурьясен империйӗн тытăмçи (п. эрч. 273 — п. эрч. 232 çç.)
Вилнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Плиний Асли. Естественная история, XXXIII, 6 (17);
- Klebs E. Anicius 5 // Paulys Realencyclopädie der classischen Altertumswissenschaft (RE). — 1894. — Bd. I, 2. — Sp. 2196;
- Broughton R. The Magistrates of The Roman Republic. — New York, 1952. — Vol. II: Index of Careers. — P. 529;
- Тит Ливий. История Рима от основания Города. — М., 1989—93. — Т. I — Стр. 454—456;
- Broughton R. The Magistrates of The Roman republic. — New York, 1951. — Vol. I — Pp. 167—168.
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Плиний Асли. Естественная история, XXXIII, 6 (17);
- ^ Klebs E. Anicius 5 // Paulys Realencyclopädie der classischen Altertumswissenschaft (RE). — 1894. — Bd. I, 2. — Sp. 2196;
- ^ Broughton R. The Magistrates of The Roman Republic. — New York, 1952. — Vol. II: Index of Careers. — P. 529;
- ^ Тит Ливий. История Рима от основания Города. — М., 1989—93. — Т. I — Стр. 454—456;
- ^ Broughton R. The Magistrates of The Roman republic. — New York, 1951. — Vol. I — Pp. 167—168.
Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр |