Контент патне куҫ

Кăшман

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кăшман[1] (лат. Béta[2]) — амарант йышне кĕрекен тата икĕ е пĕр çул ÿсекен ӳсентăрансен речĕ. Ку рете кĕрекен ÿсентăрансен чи пĕлтерĕшлĕ тĕсĕчĕкĕнтĕр (ăна, çавăн пекех, — рет ячĕпе, — «кăшман» теме те пултараççĕ)

Чĕкĕнтĕрĕн хăйĕн вара айтĕсĕсем пур, вĕсем — çаксем:

Кăшман.Köhler's Medizinal-Pflanzen хыпар кĕнекинчи Ботаника иллюстрацийĕ, 1887
Кăшман çулçисем

Хĕрлĕ кăшман — çамрăклăх вăрттăнлăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăтам ĕмĕрсенчи Францире кăшманпа организма тасатнă. Пĕр эрне хушши ирхине выç варла - çур стаккан, кун каçипе тата 200 мл чĕкĕнтĕр сеткенĕ ĕçнĕ. Кăшманра клетчатка, органика кислотисем, сахăр, витаминсем, тимĕр, кобальт, кальци, фосфор, магни, бетаин пур. Çавăн пекех унра йод тата пектин нумай. Яланах çамрак курăнас килет -и? Хĕрлĕ кăшман çи: унра Р витамин пур, вăл юн тымарăсене çиреплетет, ас туса юлассине лайăхлатать.

Хĕрлĕ кăшман

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чĕкĕнтĕр сеткенĕ юн юхнине чарать, юн пусăмне пĕчĕклетет. Кейӳ Руçĕнче чĕрĕ çимĕçе хырса суран, ыратакан шăл çине хунă,сунас ерсен пиçнин сĕткенне сăмсана тумлатнă. Кăшман тымарне çунтарса кĕл тунă та пыл хушса кукшаланнă вырăна сĕрнĕ.

Хĕрлĕ чĕкĕнтĕрти бетанинпа бетаин организма шлаксенчен, холестеринран тасатма пулашать, япаласен ылмашавне лайахлатать, иммунитета çирĕплетет.

Паян та кăшман сĕткенне терлĕ чир-чĕртен сывалма усă кураççĕ. Ăна авитаминоз, анемии чухне ĕçеççĕ. Чĕрепе, вар-хырăмпа аптăракансем апат умĕн 15- 20 минут маларах сыпаççĕ.

Ӳслĕк тарăхтарать- и е пыр ыратать -и? Кăшмана пĕçерĕр те хуппине тасатса сăтăрса хырăр, сĕткенне марльă витĕр сарăхтарăр. Унпа кунне виçĕ хут апат умĕн пыра чӳхемелле. Тула тухайманнипе аптăрасан пĕçернĕ кăшмана тип çупа пăтратса выç варла çийĕр.

Шăл ыратсан чĕрĕ чĕкĕнтĕр татăкне шăл туни тĕлне тытăр.

Ăнсăртран ал-урана касрăр- и?Мамăка кăшман сеткенĕпе йĕпетер те сурана тытăр — юн юхма чарăнĕ.

Ӗлĕк нимĕç çĕр ĕçтĕшĕсем пурнăç тату та укçаллă пултăр тесе Çĕнĕ Çула пӳрте хĕрлĕ кăшман илсе кĕнĕ. Авалхи Грецире вара пачах урăхла — çак çимĕç харкашу, тавлашу палли шутланнă. Анчах та кăшман ал айĕнче пулни пите аван, темрен те сипленме пулăшать. Пахчара ӳсекен çимĕç сывлăхшăн сĕре усăллă. Халăх медицини те чылай чухне унпа усă курать.

  • Красочкин В. Т., Свёкла, М. — Л.,1960;
  • Карпенко П. В., Свекловодство, 3 изд., М., 1964;
  • Сортоописание овощных бахчевых культур и кормовых корнеплодов, М., 1965;
  • Биология и селекция сахарной свёклы, М., 1968; * Культурная флора СССР, т. 19 — Корнеплодные растения, Л., 1971.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Викивулавăш логотипĕ
Викивулавăш логотипĕ
Викивулавăшра çак темăпа  текстсем пур
Beta