Контент патне куҫ

Бутан (патшалăх)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Бутан патшалăхĕ (дзонг-кэ: འབྲུག་ཡུལ) итлеме ) — Гималайри патшалăх, Индипе Китай хушшинче вырнаçнă, тĕп хули — Тхимпху (Друк Юл е Друк Ценден) — «вĕриçĕлен-аçа çершывĕ».

Тĕп статья: Бутан географийĕ


Тĕп статья: Бутан кун-çулĕ


Археологи тĕпчев хыпарĕсем Бутан çĕрĕ вырăнĕнче çын пирĕн эрăччен 2000 çултах пурăннине пĕлтереççĕ, çыруллă çирĕплетӳсем çук пекех. Çĕршыв кун-çулĕ татăклă çеç уçă, мĕншĕн тесен 1827 çулта Бутанăн çав тапхăрти тĕп хулинчи —Пунакха — пысăк библиотека кăвайта кĕрет. Истори пулăмĕсем халь чăнлавсенче пурăнаççĕ. Будда тĕнĕ Бутанра II ĕмĕрте вăйа кĕнĕ пулас. Чăнлавсене вуласан çакă палла пулать: Тибетăн патши — Сонгцен Гампо (627—649) çĕршыв территоринче икĕ мăнастăрь (Кийчу Лакханг Парора тата Джамбей Лакханг Бумтангра) туса лартать, вĕсем халиччен те упраллă, тĕне кĕнĕ çын йĕрри вĕсем патнелле татăлмасть.

Административлă пайĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Бутан дзонг-кэгĕсем.

Бутан тăватă тăрăхран (дзонгдай) тытăнса тăрать, дзонгай районсене пайланать.

  1. Бумтанг
  2. Чукха
  3. Дагана
  4. Гаса
  5. Хаа
  6. Лхунтсе
  7. Монгар
  8. Паро
  9. Пемагатшел
  10. Пунакха
  1. Сандруп Джонкар
  2. Самтсе
  3. Сарпанг
  4. Тхимпху
  5. Ташиганг
  6. Ташиянгтсе
  7. Тонгса
  8. Тсиранг
  9. Вангди Пходранг
  10. Чжемганг


Бутан районĕсем (дзонг-кэг).
Бумтанг | Чукха | Дагана | Гаса | Хаа | Лхунтсе | Монгар | Паро | Пемагатшел | Пунакха | [[Сандруп Джонкар | Самтсе | Сарпанг | Тхимпху | Ташиганг | Ташиянгтсе | Тонгса | Тсиранг | Вангди Пходранг | Чжемганг |
Тĕп статья: Бутан чĕлхисем


Бутанăн патшалăх чĕлхидзонг-кэ, Тибет чĕлхине çывăх, тибет шрифчĕпе усă кураççĕ.

Тибетри будда тĕнĕн Друкпа Кагью шкулĕ çĕршывăн 70% халăхне официаллă тĕн пекех, тытса тăрать. Бутанра çаплах Ньингма будда шкулĕ тата Бон тĕнĕ саралнă, ытларах çĕршывăн тухăç пайĕнче. Çĕршывăн кăнтăрĕнче индуизма (25% халăх), 5% бутансем ислама ĕненеççĕ.

Чаам — будда уявĕсенче кăтартакан питлĕхлĕ ритуал ташши.

Масс медиа

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕп статья: Бутан МХХ


2006 çулчен çĕршывра пĕртен-пĕр ертӳçлĕх хаçачĕ — Kuensel — тухса тăнă. Куенсел эрнере икĕ хутчен 3 официаллă чĕлхепе: дзонг-кэ, акăлчан тата непали тухса тăрать. Хаçатăн тетел версине вулама пулать ([1]). 2006 çулхи акара патшалăх çĕршывра пĕрремĕш харпăр хаçата (Bhutan Times) пичетлеме ирĕк парать. 2008 çулхи юпа, 30 çĕршыври пĕрремĕш кашни кунхи хаçат — Bhutan Today — çутта тухать.

1973 çулта кĕске хум çинче радиокалаçăвне Бутан калаçăв хĕсметне (Bhutan Broadcasting Service) ĕçе кĕртеççĕ. Тĕп хулара FM-частотасенче итлеме пулать. Бутанра планетăра чи юлашки çĕршывра инçекурава хута яраççĕ (çак 1999 çулта тапранчĕ). Часах кабель инçекуравĕ те ĕç-пуçланчĕ, унчен бутансем харпăр видеозалсене çеç çӳренĕ пулнă.

Бутанра 15000 яхăн тетелпе усă куракан, 33729 телефон абоненчĕ (2003 çулхи официаллă хыпарсем) тата мобил çыхăну 23000 абоненчĕ.

  • Мишель Пессель. Путешествие в Мустанг и Бутан. Вильнюс Вага 1982.
  • Правовые системы стран мира. Энциклопеди хыпар кĕнеки. А.Я. Сухарев ред.. М., НОРМА, 2003. Статья «Бутан». С. 126-128.
  • Gisela Bonn. Bhutan. Kunst und Kultur in Reich der Drachen. DuMont Kunst Reiseführer. DuMont, Köln, 1988
  • Aris M. Bhutan. The early History of a Himalaya Kingdom, Washington 1979
  • Aris M. View of Medieval Bhutan. The diary and drawing of Samuel Davis 1783. London/Washington 1982
  • Stan Armington, Bhutan. Lonely Planet travel guide.