Шăкăлчи
Курӑнакан калӑплав
Шăкăлчи - çерçи пысăкăш кайăк. Çерçи йышне кĕрет. Садсемпе парксене, этем пурăнакан вырăнсене юратать. Çăмартисем (4-6) кăвакрах тĕслĕ, кĕрен пăнчăсемлĕ. Икĕ хутчен чĕпĕ кăлараççĕ. Пĕр вырăнта ик-виç çултан ытла чĕпĕ кăлармасть. Ытларах çумкурăк вăррисемпе тăранса пурăнать. Ниçта та вĕçсе каймасть. Хĕлле юр ăшĕнчен тухса тăракан çумкурăксен вăррисене пуçтарса çӳрет. Çирĕкпе хурăн, армути, кантăр вăррисене сăхать. Чăвашра ку кайăксен йышĕ яланах çителĕклĕ пулнă.