Лез-Арк
Лез-Арк | |
---|---|
фр. Les Arcs | |
Ту хысакӗ | Вануаз[d] |
Патшалӑх | |
Административлӑ-территориллӗ пай | Бур Сен Морис[d], Landry[d], Peisey-Nancroix[d] и Villaroger[d] |
Официаллӑ сайт | paradiski.com(фр.) |
Медиафайлы на Викиампар |
Лез-Арк (фр. Les Arcs) — Францин чи паллӑ сӑрт-ту курорчӗсенчен пӗри, Францири Альп тӑвӗсен варринче — От-Тарантез айлӑмӗнче, Савойя департаменчӗ вырнаҫнӑ.
Лез-Арк ту курорчӗ ҫулпа ҫыхӑнтарнӑ тӑватӑ ту ялӗнчен тӑрать, вӗсене ту тӑррисен ячӗсене панӑ: Арк 1600, Арк 1800, Арк 1950 тата Арк 2000.
Аялта Бур-Сен-Морис хула вырнаҫнӑ, вӑл Арк 1600 ялпа ҫӳле хӑпартакан фуникулёрпа ҫыхӑннӑ.
Курорт кун-ҫулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сӑрт-тури Лез-Арк йӗлтӗр комплексӗ вырӑнти тусенчи ҫулсемпе илсе ҫӳрекен Робер Бланкпа (Robert Blanc) тата сӑрт-ту туризмне аталантаракан Роже Годино (Roger Godino) менеджер пуҫарӑвӗпе 1960 ҫултанпа аталанма тытӑннӑ.
Чи малтанах 1600 м ҫӳллӗшӗнче поселок никӗсленӗ, кайран вара аталану ҫӳлелле кармашма пуҫланӑ, ҫапла май 1800, 1950 тата 2000 м ҫӳллӗшӗнче мӗнпур инфраструктурӑна вырнаҫтарса тепӗр виҫӗ хӑна комплексӗ йӗркеленӗ.
- 1968 — Arc 1600
- 1974 — Arc 1800
- 1979 — Arc 2000
- 2003 — Arc 1950
Арк 1800 чи пысӑк ту ялӗ шутланать, кунта ҫӳле хӑпартмалли хатӗрсем йышлӑ, вӑл виҫӗ района пайланать: Шарве, Вийар тата Шарметоже. Ҫурт-йӗрсенче ытларах хальхи архитектурӑн пурӑнмалли пысӑк корпусӗсем.
2003 ҫулта Vanoise Express cable car ҫӗнӗ канат ҫула хута янӑ хыҫҫӑн Лез-Арк Paradiski group сӑрт-ту йӗлтӗрӗн пысӑк комплексӗн пайӗ пулса тӑнӑ, ун шутне ҫавӑн пекех юнашар вырнаҫнӑ Францири La Plagne сӑрт-ту курорчӗ те кӗрет.
Паллă вырăнсем, специализаци, майсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лез-Аркӑн пилӗк районӗ (Bourg-Saint-Maurice, Arc 1600, Arc 1800, Arc 1950 and Arc 2000) тинӗс шайӗнчен 810-3225 метр ҫӳллӗшӗнче тӗрлӗ ҫӳллӗшре вырнаҫнӑ. Йӗлтӗрпе ярӑнма 1200 м ҫӳллӗшӗнчен пуҫласа май пур. Районта 106 сӳрт-ту йӗлтӗр трасси, 54 ҫӳле хӑпартмалли хатӗр (сӑрт-ту йӗлтӗрӗпе ярӑнса анма май паракан трассӑсен 200 ҫухрӑмне ярса илеҫҫӗ) вырнаҫнӑ.
Регионти ҫӳлти вырӑн — Айгуль-Руж ту (фр. Aiguille Rouge).
Ҫӳле хӑпартакан хатӗрсем никам тӗкӗнмен юрлӑ тӑвайккисем патне те илсе ҫитереҫҫӗ, урӑхла каласан, фрирайдпа та аппаланма майсем пур.
Лайӑх хатӗрленӗ трассӑсем пуртан тата сӑрт-ту рельефӗ юрӑхлӑ пулнӑран Лез-Аркра ҫавӑн пекех йӗлтӗрпе хӑвӑрт анассипе темиҫе тӗнче рекорчӗ тунӑ.
Ҫуллахи вӑхӑтра маунтинбайк мелӗпе ярӑнма майсем пур. Районта маунтинбайк валли ятарласа палӑртса тухнӑ 10 VTT трасса пур.
Сăнсен пуххи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Лез-Аркри йӗлтӗр трассисем
-
Aiguille Rouge ҫинчен пӑхсан курӑнакан Монблан сӑнӗ
-
Арк 1950-ран курӑнакан Монблан сӑнӗ
-
Лез-Аркри фрирайд
-
Aiguille Rouge ҫинчен пӑхсан курӑнакан Арк 2000 тата Арк 1950
-
Арк 1950
Ӑнлантарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Лез-Арк официаллӑ сайчӗ (акăлч.). Тĕрĕсленĕ 26 Чӳк уйӑхӗн 2020.
- Les Arcs Resort Guide (акăлч.). çăлкуçран архивланă 23 Пуш уйӑхӗн 2009. from skicow.com
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Лез-Арк (Савойя) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- Универсаллӑ карточкӑпа усӑ курнӑ статьясем
- Википедия:Карточки без параметров
- Статьи с универсальной карточкой, которая предположительно неуместна
- Францин Сӑрт-ту йӗлтӗр курорчӗсем
- Бур-Сен-Морисри спорт
- Страницы, использующие расширение Kartographer